Читать «Йĕрсем çухалмаççĕ» онлайн - страница 36

Розин Ярандай

Пӗр кӗнекине те хампа илмерӗм. Хӑҫан тата хӑш перекет кассине миҫе тенкӗ куҫарнине ҫырса илтӗм те кӗнекисене каялла пӑрахрӑм, малти пӗлӗме кӗтӗм.

Кухньӑра Лидия Гурьевна сасси илтӗнчӗ:

— Улӗм те, Гера, ӗҫ ӑнса пытӑр.

Чанк! чанклатрӗҫ черккесем.

— Эх, епле селӗм сӗткен! Маттур эс, Литюҫ, ― кушак аҫи евӗр мӑрлатрӗ хулӑн саслӑ арҫын.

— Пултарни-мӗнӗ… Ҫимӗҫе ҫӗртсе яма юрамасть. Кӑҫал, акӑ, чие те пысӑк тухӑҫ парать, хӑмла ҫырли те…

— Улма-ҫырла пирки мар-ха, ӗҫ пирки пуплетӗп, Литюҫ. Шуҫтимӗре туххӑмрах вырнаҫтартӑмӑр. Лавккана пушатса чӑрманмарӑмӑр, тӗрех Еххим пичче патне вӗҫтертӗмӗр. Накладнойӗсене паянах ҫунтарса яр. Пӗлсен-тусан, е Еххим пичче персе ярсан…

— Апла-капла ҫын мар вӑл, вӑрттӑнлӑха упрама пӗлет. Хӑй тупса пама ыйтрӗ тата.

— Кай, хальхи ҫынна пӗлме ҫук. Хӗстерме тытӑнчӗҫ-тӗк…

— Эй, мӗн калаҫатӑн, Гера? Пӗрремӗш хут-им? Уйкаса никам та килмест. Кулагин кӑна сенкӗлтетсе ҫӗрет. Пӗр-пӗр дефицит тыттаратӑп та ҫӑвар та уҫмасть. Уҫмӗ те. Анланать вӑл.

— Милици ҫыннисем ӑслӑ вӗсем, пысӑк тавракурӑмлӑ. Халӗ пур ҫӗрте те «ӗҫлемесӗр илнӗ тупӑш» та «ӗҫлемесӗр илнӗ тупӑш» теҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене пирӗн ҫума та ҫыпӑҫтарма пултараҫҫӗ, Литюҫ. Асӑрханмалла. Сыхлӑ ҫынна турӑ та сыхлать.

— Ӑна-кӑна чухлатӑп-ха. Итле-ха, Гера, ман тепӗр заказ пур: «Жигули» ураписем кирлӗ. Сакӑр урапа.

— Саншӑн, Литюҫ, тем те тупӑпӑр. Хӑҫан илсе килмелле?

— Леш эрнере. Анчах лавккана мар, тӗрех кирлӗ ҫӗре ӑсатӑпӑр.

— Пӗрремӗш хут мар, майлаштаратпӑр. Халлӗхе, Литюҫ, сывӑ пул.

— Ах, аплах ан васка-ха. Килетӗн те, чӗре хӗлӗхӗсене хускататӑн та… ҫухалатӑн.

— Тархасшӑн, ан кӗрен, Ӗҫ пур, Васкавлӑ ӗҫ, Хучашра пулмалла.

— Пӗлместӗп тетӗн-и? Хӗрарӑм пур сан унта, Вӑл та суту-илӗ ҫынни. Ӑна базӑра тӗл пултӑм та ҫапла каларӗ: «Герӑна пулах упӑшкаран уйрӑлтӑм», ― терӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫитмест-им сана? Эпӗ пур вӗт-ха? Унта-кунта ҫӗресе, тархасшӑн, ан ҫунтар мана. Ют хӗрарӑмпа ан ҫыхӑн.

— Апла-капла шухӑш мар-ха. Ӗҫ пур. Хучаш ҫыннисем валли уйӑрнӑ хӗҫтимӗре хуларах ярӑнтартӑмӑр. Кун ҫинчен магазин заведующине пӗлтермелле. Атту шӑв-шав хускатма пултарать. Кала пӗрех хут: Уйкасра мӗнле хыпар-хӑнар пур?

— Яла следователь килнӗ. Леш Ухватов ӗҫӗ пирки.

— Ыйтсан-тусан, ҫапла кала: эп паян Уйкасра пулман.

— Ай, кам шырать сана, Гера?

Эпӗ текех чӑтса тӑраймарӑм, сӑмах хушрӑм:

— Хуҫисем пур-и?

— Пур, ― кухньӑран вирхӗнсе тухрӗ Лидия Гурьевна. Куҫӗсем йӑл та йӑл кулаҫҫӗ хӑйӗн. ― Ой, Юрий Иванович! Хуняма савать сире. Шӑпах апат тӗлне пултӑр. Хуларан пичче персе ҫитрӗ те… Чей ӗҫетпӗр. Атя, эсӗр те хӑна пулӑр.

—Тавтапуҫ. Тин ҫеҫ апатланнӑ эпӗ, ― терӗм, алӑк патӗнчен пӗр шит те иртмерӗм.

— Ой, ҫав апат-ҫимӗҫ пирки-и? — аллине сулчӗ Лидия Гурьевна, эпӗ кӗсьене хыпашлама тытӑнсан. — Ан чӑрманӑр. Пӗр пус та кирлӗ мар. Кучченеҫшӗн укҫа илмеҫҫӗ. Эсир, Юрий Иванович, пирӗн яла пуҫласа килнӗ. Уйкасра йӑли ҫапла: хӑнана лайӑх пӑхмалла. Лисук кинемейӗн апат-ҫимӗҫ хӗсӗкрех. Ара, пӗччен карчӑка пулӑшас терӗм… Эпӗ кӑна-и? Ытти кӗршӗсем те ҫапла тӑваҫҫӗ. Эпир, уйкассем, пӗр ҫемье пек пурӑнатпӑр, пӗр татӑк ҫӑкӑра та пайӑн-пайӑн пайлатпӑр.