Читать «Çавал сарăлсан» онлайн - страница 19

Анатолий Емельянов

Хӑнасем хуллен саланчӗҫ.

Чи малтан «хӑмла пахчине шаларах кӗршен ирхине пуш ыратать» тесе ҫамрӑксенчен ытларах ӳсӗрӗлнӗ хӗреснашшӗ тухса утрӗ. Виҫӗ каччӑ пӗрлех тапранчӗҫ.

Хӑнасем кайсан, пӳртре пӗччен ларас килмерӗ Павелӑн. Ытла та пушӑ та тӑлӑх пӳрт ӑшчикки. Амӑшӗн арчи те, тумтирӗсем те хӗреснашшӗсем патӗнчех. Паян вӑл вӗсене илсе каҫма шухӑшламарӗ. Казахстанран янӑ хӑй япалисем те паян-ыранах ҫитес ҫук.

Вӑл тумлансах тухрӗ. Тулта уҫӑ. Уй енчен ӑшӑ ҫил вӗрет. Хушшӑн-хушшӑн вӗтӗ ҫумӑр пӗрчисем ӳкеҫҫӗ. Юр татах нӳрелсе кайнӑ, хуралт тӑррисем ҫаплах тумласем тӑкаҫҫӗ.

Акӑ вӑл тӑван кӗтес! Мӗн чухлӗ тунсӑхламан-ши чӗре кунта килесшӗн? Шухӑшсем ҫунатланса вӗҫнӗ, ҫывӑрса каяймасӑр мӗн чухлӗ асапланнӑ. Яланах умра тӑван кил-ҫурт, савнӑ хӗрӗн тӑван та ҫывӑх сӑнарӗ туха-туха тӑнӑ. Вӑлах мар-ши уйӑрчӗ Павела ҫак ялтан? Ҫапла ҫав, ҫапла: пӗр сӑлтавӗ Галя пулчӗ. Анчах халь ӑна мӗншӗн аса илес?

Каччӑ анаталла утрӗ.

6

Пӗр-пӗр урам, палланӑ йӑмра е алӑк умӗнчи пӗчӗк кӑна тенкел, халь юр айӗнчен хуп-хура йӗпенсе тухаканскер, иртнине аса илтерет.

Павел Гальӑсен тӗлне ҫитрӗ.

Пулман вӑл вӗсем патӗнче пӗрре те, анчах кил-ҫурчӗ тӗлне ӑҫтан мантӑр-ха? Авӑ, урамалла тухакан икӗ чӳречи ҫап-ҫутах. Виҫҫӗмӗш чӳречи тӗксӗм. Халь шалта ашшӗпе амӑшӗ ҫеҫ ӗнтӗ.

Хӑй? Тахӑш хулара вӑл, ӑна Павел пӗлеймест. Мӗн тӑвӑн: савнийӗ те ҫук, юратӑвӗ те иртсе кайнӑ, анчах чӗре ҫаплипех ухмахланса, картлатса сикет. Аса илӳ йӑл илет те — ҫӑмхи хӑй тӗллӗнех сӳтӗлме пуҫлать.

Ҫуллахи ӑшӑ каҫ. Пахчари тенкел ҫинче санла юнашар хӗр ларать. Ҫывӑхрах вӑйӑ карти шавлать. Ҫумра савни пулсан, мӗншӗн вӑйӑ картине тӑмалла? Сывлӑш пиҫсе пыракан ҫӗмӗрт шаршипе тулнӑ. Тӳпере ҫӗнӗ уйӑх ҫурла пек ҫакӑнса тӑрать. Ун ҫине пӑхсассӑнах Степан Щипачевӑн сӑвви аса килет:

Сидим одни, обнявшись под луной. Но все длинней косые тени кленов. Луна спешит: на целый шар земной Она одна, одна на всех влюбленных.

Ҫапла ҫав, ҫапла: хӑв юратнӑ чух пӗтем тӗнче юратнӑн туйӑнать, пӗтӗм тӗнче санпа пӗрле савӑнать.

Кӗркунне Гальӑн института каймаллаччӗ… Пуҫ тӑрринче — пан улмисем. Хӗрӗн пичӗ те йӗкӗте пулса ҫитнӗ улма пек туйӑнать. Павел малтанхи хут ыталаса чуп турӗ. Ҫавӑн чух, ӑнсӑртран пӗлӗт айӗнчен, тулли уйӑх тухсан, вӑл ҫулмаклӑ та пиҫсе ҫитнӗ ылтӑн арпус пек курӑнчӗ. Ура вӗҫнех пан улми татӑлса ӳкрӗ.

— Яр, пӑчӑртаса вӗлеретӗн, — терӗ хӗр. Анчах хӑй каччӑран пӑрӑнмарӗ, каччӑран тармарӗ.

— Кӗтетӗп. Манран лайӑххи тупсан — манса начартараххи лексен — аса илӗн, — терӗ каччӑ.

— Павел мӗнле намӑс мар сана? Пӗр эс ҫеҫ ман чӗрере, — тавӑрчӗ хӗр.

Капланса килекен хура пӗлӗт уйӑха шӑналӑкӗпе хупласа хучӗ те тавралӑх тӗксӗмленчӗ…

Вӗреннӗ чух вӑхӑт сахал. Яла Галя сайра хутран ҫеҫ килкелесе кайрӗ. Ҫырусем. Кун сиктерсех ҫыру. Хӗр иккӗмӗш курсран вӗренсе тухсан, Павелӑн ҫара кайма черет ҫитрӗ.

Куҫҫульпе йӗпеннӗ хӗр тути… Хӑлхара халӗ те станцӑра хӗр каланӑ сӑмахсем янӑраҫҫӗ.