Читать «Çавал сарăлсан» онлайн - страница 17

Анатолий Емельянов

— Тӗл пулу-тӑк — тӗл пулу пултӑр. Сӑра мар, спирт. Кӗркунне тунӑскер; пылпа йуҫӗтнӗ.

— Кунашкал кучченеҫ килсех тӑтӑр, — тавӑрчӗ Володя.

Вӗсем хыҫҫӑнах хӗреснашшӗ каҫрӗ. Кӗнӗ-кӗменех вӑл Павела ыталаса чуп турӗ. Ҫӳллӗ каччӑн лутра пӳлле ватӑ умӗнче пӗшкӗнме тиврӗ. Мучин куҫӗсем шывланчӗҫ.

— Иртсе лар, иртсе лар, — тӳрех кӗрекене туртрӗ ӑна Павел.

Хӗреснашшӗне ытла ватах та темелле мар. Вӑл вӑрҫӑчченех сухалне ӳстерсе янӑ та, халь те сухалпах. Ялта ӑна хӑйӗнчен ҫамрӑк ҫынсен ачисем те тахҫанах мучи, теҫҫӗ. Вӑл ӗлӗкех селӗпчӗ, халӗ малти шӑлӗсем ӳкнӗ те тата вӑйлӑрах палӑрать.

— Тахшанах таврӑнмалла. Хушашӑр кил вӑл, йӗвеншӗр кӗшре пекех. Ахаль те ашӑрхарӑм. Кам пӗлет: кукӑр алӑллишем тупӑнӗш те, пӗр-пӗр япалана йӑтша кайшан Микулай Андрейчӑ айӑплӑ.

— Унашкал калас ҫук. Тавтапуҫ сана кил-ҫурт пӑхса пурӑннӑшӑн, — ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ Павел хӗреснашшӗне.

— Макарычшӑн мар-и, мучи? — кулчӗ тимӗрҫӗ Петӗр.

— Сан ятран, хӗреснатте, шампанскинех уҫма лекет.

— Мана ахалли те пырать, — тавӑрчӗ мучи.

— Ларӑр, вырнаҫӑр, Ыттисем ӑҫта?

— Ыттисем? — тӗлӗнчӗ Санькӑ. — Пӗрле вӗреннисенчен ялта эпир ҫеҫ. Ыттисем йӑлтах аякра. Борис — врач, Иосиф — лесничий, Леонид — инженер. Хӗрӗсем качча кайса пӗтрӗҫ. Ялта эпир ҫеҫ.

— Эпир ҫын мар-им? — ҫиҫрӗ Володя. — Эпир ҫӗре юратаканнисем.

Шампански пӑкки хаплатса тухрӗ.

— Тӗл пулнӑ ятпа эппин. Малалла пӗрле пурнассишӗн, малалла пӗрле ӗҫлессишен, — кӑпӑклӑ стакана ҫӗклерӗ Павел.

— Шӗтелӗ тулли кӗрекеллӗ, хуши тараватлӑ пултӑр, — тӑчӗ хӗреснашшӗ. — Ашу шурчӗ вырӑнне кермен шӗклентӗр, уйӑх пек шар кин пултӑр.

Володя ыр сунакан мучирен кулмасӑр чӑтаймарӗ.

— Пӗр ҫиччӗрен кая мар ача-пӑча. Хӗреснашшӗ каччӑ йӗпленине чӑн вырӑннех хучӗ пулас, эрехне чи малтан ӗҫсе сухалне шӑлчӗ:

— Ай, шампань! Вӗреннӗ шын мӗн лайӑхне пӗлет. Эш пур, Шанька, бригадира кӗнӗренпе аншарли хышшӑн чупа пушларӑн. Конюшнине пымашшеренех шанран шунӑк хуран-шӑрши кӗрет. Ак шакна ӗшмелле. Шӑрши те щук, чӗрене те кашмаш, ашу-аннӳ те чухӑн мар.

— Хӗрне панӑ чух ӗҫӗн, — тӗксе илчӗ Володя. Павелпа юнашар ларакан Санька хӗрелчӗ, тытнӑ вилкине те каялла хучӗ:

— Чӗлхӳне пӑрӑҫ сӗртӗн-им? Ҫулталӑкра пӗрре пулнӑ та, икӗ ҫул асӑнать.

— Кирлӗ. Эп хӑть партийцӑ мар, анчах ман шукмак партипе пӗрле. Шана Вашли Иванович пӗлет-и? Шук. Эпир унпа кумаллӑ теме юрать. Вӑл мана эшир, тет, эп ӑна — эш. Кумшумульцӑ пулшан эш, шан шул партипе пулмалла. Ӗшрӗн-тӗк — килтен ан тух, партире тӑман колхозшникшем ан курччӑр.

Павел кулса ячӗ. Хӗреснашшӗ ҫав-ҫавах иккен: ҫынран тӑрӑхлама юратать, ӑс парать.

Ҫуттине пуҫларӗҫ. Санькан кӑрчама та пӗрер курка ҫаврӑнчӗ. Эрех юнсене саланса чӗлхесене салтса ячӗ.

Микулай мучи, чӑвашсен йӑлипе, хӑнана кайиччен ҫисе каҫнӑ пулас, сахал ҫырткаларӗ. Кӗҫех вӑл сӗтел хушшинчен тухса пӑхӑрпа туртнӑ йывӑҫ чӗлӗмне пирус ватса тултарчӗ. Вӑл каччӑсем те хӑй патне пырасса кӗтрӗ, лешсем унсӑрах сӑмах ҫӑмхи ҫине пусрӗҫ. Хӗрелсе кӑйнӑ Санька вилкине алран ямасӑр калаҫать:

— Сана Германие, мана Ленинград облаҫне илсе кайрӗҫ. Зенитчик пултӑм. Ракетлӑ чаҫе лекесшӗнччӗ, ҫук, пулмарӗ. Килтӗм те ҫартан, вӑрманпромхоза. Ҫул ҫинче диспетчерта ҫулталӑк ӗҫлерӗм. Машинӑсене вӑрмана кӗме путевкӑ ҫырса паратӑн та, вӑт сан петӗм философи. Кӗсьене укҫа шӑнкӑртах кӗрсе выртать. Киле ҫӳреме инҫе мар, икӗ ҫухрӑм ҫурӑ. Уҫӑлмалӑх ҫеҫ.