Читать «Çавал сарăлсан» онлайн - страница 21

Анатолий Емельянов

— Мӗн чарӑнтӑр? — илтӗнчӗ сасартӑк пӗр хӗрӗн уҫӑ сасси. — Ташламастӑр пӳлсан, вылятпӑр. Тӑрса тухӑр.

Павел ку кам-ши, тесе шырарӗ. Аннапа ташлакан хӗр-мӗн, йӑрӑс пӳллӗ. Кӗрен платйӗ ҫинчен симӗс ҫӑм кофтӑ тӑхӑннӑ. Капрон чӑлхапа, ҫӳллӗ кӗлеллӗ туфлиле. Илемлӗрех кӗске мӑйне шап-шурӑ явлӑкпа чӗркенӗ. Тӑрӑхларах питлӗ. Сарӑ ҫӳҫне кӗскен татса кӑтралатнӑ.

— Учительницӑ пулӗ ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Павел. Ҫамрӑксем тӑрса тухрӗҫ.

— Эй, Володя, — янрарӗ ҫав уҫӑ сасах. — Мӗн кӗреҫе аври ҫӑтса янӑ пек тӑратӑн, — терӗ вӑл качча, хул пуҫҫинчен ҫапса.

Володя вартах ҫаврӑнчӗ, тытма хӑтланчӗ, анчах… хӗр кулли ҫеҫ янраса юлчӗ. Тракторист хӗр хыҫҫӑн ыткӑнчӗ. Лешӗ те чее. Аван курать качча, шухӑшне витӗрех ӑнланать. Пӗр енне сулӑнтӑр ҫеҫ — хӗр тепӗр енне. Йӑлтах хӑшкӑлтарчӗ. Володьӑна. Тӗлӗнмелле: балеринӑ пекех ку хӗр, уншӑн ҫӳллӗ кӗлелӗ туфли те чӑрмав мар.

— Ку кам хӗрӗ? — ыйтрӗ Павел Санькӑран. — Пирӗн ялсемех-и е таҫтан килнӗскер?

— Пӗр-пӗр урҫа качча илсен, пирӗн ял пулать, — тавӑрчӗ бригадир. — Пурӑнсан куратӑн ак.

Хуравӗ темӗнле сивӗрех. Пӗр-пӗринпе хирӗҫме сӑлтавӗ пулнӑ-тӑр.

«Хӗрсем, — шухӑшларӗ Павел. — Уяври пекех хӑпса тухнӑ. Папкари те, ҫеҫкене ларни те, сарри те, хури те. Ҫавалкас хӗрӗсем. Кам пӗлет, тен, ҫаксенчен пӗрне юратса пӑрахӑп. Кам пӗлет, тен, каллех юрату тӳнтерле тавӑрӑнӗ…»

— Кушака шӑши чуптарса вӗлерет. Хӗрхенӗр… Тӑсӑлса ӳкиччен юлашки хут купӑс калатӑп. Хӗрсен вальсӗ. Каччӑсем, шӑпӑрт тӑрӑр, хӗрсем хӑйсем ташлама чӗнеҫҫӗ, — сывлӑшне аран-аран ҫавӑркаласа сӑмах хушрӗ Володя.

— Ухмах! Пӗчӗк ачалла чупать. Унӑн вырӑнӗнче пулсан, суратӑп ҫак вӗт-шакӑр ҫине. Пӗлмест вӑл хӑй хакне, — тутине ҫуласа илсе калаҫрӗ бригадир.

— Комсоргӑн ҫапла пулмалла та.

— Мӗнле ҫапла?

Павел хуравлама ӗлкереймерӗ. Купӑс каҫӑхса кайсах янӑрарӗ, малтанхи мӑшӑрсем ташша тухрӗҫ. Ун патне Анна пырса тӑчӗ.

— Кайрӑмӑр, кӳршӗ каччи. Курар-ха казахстансем еплерех ташланине.

— Чаплах мар, чӑвашстансем, — терӗ Павел, сулахай аллине хӗр хул пуҫҫи ҫине хурса.

Вӗсене те ташӑ ҫавра ҫилӗ ярса илчӗ. Павел Аннана мӑшӑрсем хушшипе ӑста илсе пычӗ.

— Ҫӳллӗ каччӑпа ташлама та ҫӑмӑл. Володя пулсан, ҫапӑнтарса тӑна кӑларатчӗ.

— Ан мухта, куҫахтаратӑн.

Вӗсемпе юнашар паҫӑрхи палламан хӗр Гайкӑ Ваҫҫипе ташлать. Каччи хӗр хул пуҫҫи ҫӳллӗшӗ те ҫук, ҫавӑнпа пуҫне каҫӑртсах ҫӳлелле пӑхать. Лешӗ вара ӑна сӑнаса каҫса кайсах ахӑлтатать.

«Вӑтансах тӑмасть, хӑй ҫине пӑхтарма юратать, — шухӑшларӗ Павел, хӗр кӗлеткине сӑнаса. — Мӗншӗн-ши час-час ахӑрать? Е ун чӗринче ниҫта вырнаҫайми телей, е ҫав тери ҫӑмӑл шухӑшлӑ. Тата мӗншӗн-ха эп вӑл хӗре сӑнатӑп?»

— Ман пата пымарӑн. Мӗн сӑлтавпа-ши? — ыйтрӗ Павел Аннаран.

— Ӗҫке тӳсме пултараймастӑп, — тутипе витленҫи турӗ Анна. — Сана килнӗ ятпа тесе ҫеҫ каҫаратӑп.

— Апла эпир ҫӳпҫипе хупӑлчи. Ҫулталӑкра пӗрре сыпатӑп, ку таран ҫӑвара пирус хыпман.

Купӑс чарӑнчӗ. Ҫамрӑксем алӑк патне кӗпӗрленчӗҫ.

— Тӑхта, эп пальто тӑхӑнам. Пӗрлех кайӑпӑр, — чарчӗ Павела Анна.