Читать «Çавал сарăлсан» онлайн - страница 18

Анатолий Емельянов

— Тата ма пӑрахрӑн? — чӑтаймасть Петӗр.

— М-ма тесе ват сурӑх калать. Сӑлтавне эс пӗлмесен те, Павел пӗлет. Эп ӑна ҫырупа пӗлтернӗ.

— Тем, ас тумастӑп.

— Пулӗ. Тен, пӗлтерме те маннӑ пуль? Яланах ҫыру ҫырасси ҫулталӑк урпа пӑтти ҫинӗ пекех йӑлӑхтарать. Пӑрахма хам ӑс-тӑнпах ӗҫлеме пӑрахрӑм. Вӑн, тетӗп, Павел малти ӗретре, ҫӗнӗ ҫӗрте чапа тухрӗ. Пирӗн председатель те тахҫан суту-илӳ ӗҫепе аппаланнӑ, кунпа халь виҫҫӗмӗш колхоза ҫӗклет. Эп вӗсенчен мӗнрен кая? Путевкӑна ӑна айван хӗрача та ҫырса ларать. Пӑрахрӑм та килтӗм. Вӑт ман философи.

— Эп колхозран ниҫта та кайман та, ҫапах пурӑнатӑп, — хушса хучӗ Петӗр.

Петӗр ҫиелтен хӑйпашка пек курӑнать, пичӗ хытанка. Анчах хул пуҫҫийӗ сарлака, брюки ӑшне чикнӗ кӑвак клеткӑллӑ кӗпи витӗр кӑкӑрӗсем, тулли хул мускулӗсем уҫҫӑнах палӑраҫҫӗ. Чӑмӑрӗ пӑт пуканӗ пысӑкӑшех. Аллин ӳтне кӑмрӑк тусанӗ кӗрсе тулнӑ. Ҫусан та каймасть. Тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӗн вун ултӑ ҫултанпах ӗҫлет ҫав. Амӑшӗ ватӑ пирки ӑна ҫара та илмерӗҫ. Петӗре малтан ӗҫе вӗрентнӗ Шӑнкӑрч мучи, махоркӑпа хутӑштарса астматол туртаканскер, юлашки ҫулсенче ӗҫлеймиех пулчӗ. Пӗтӗм тимӗрҫӗ ӗҫне Петӗрӗн туса пымалла.

Павел тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӗнле станоксем, мӗнле ӗҫ хатӗрӗсем пуррипе интересленчӗ, анчах Петӗр хуравӗ ӑна ҫырлахтараймарӗ. Самантлӑха кил хуҫи шухӑша кайрӗ:

— Сан лаҫра апла трактор валли плуг тума пулмасть? — ыйтрӗ вӑл.

— Плуг? — тӗлӗнчӗ Петӗр. — Ӑна РТС мастеркойӗнче те тӑваймаҫҫӗ. Пирӗн лаҫра ӑна тума тимӗр те, хатӗрсем те ҫук. Тӗренне улӑштарса лартма пулать, — тимӗрҫӗ лаҫҫи чухӑн пулнишӗн хӑй айӑплӑ пек, куҫӗсене Павелтан пытарчӗ Петӗр.

— Мӗн тӑватӑн эс плугпа? — хутшӑнчӗ Володя. — Кирлӗ пулсан, Прыгунов илсе пырать. Вӑл РТС директорӗпе пӗр алри пӳрнесем пек. Кирлӗ пайсене тупма пирӗн председательтен ӑсти районта та ҫук.

— Вӑт ку тӗрӗс. Ку Трофим Матвеевичӑн философийӗ, — хушса хучӗ Санька. — Вӑл кирек кама та хӗл варринче апельсин тупса пама пултарать.

Чӗлӗмне туртса пӗтернӗ Микулай мучи каллех сӗтел хушшине пырса ларчӗ. Татах ӗҫрӗҫ.

— Павӑл, итле, мӗн калатӑп эп шана, — кӑлпасси татӑкне ҫӑварӗнче йӑвалантарчӗ Микулай мучи. — Урӑх ништа та кайманни аван вӑл. Выртан кашка мӑкланать, щӳрен кашка якалать.

— Пуҫӗпех таврӑнтӑм ӗнтӗ.

Чикмек юпишем нумӑйӑшӗ шӗрше кайнӑ. Шулла вишӗшне улӑштарша лартрӑм. Тата тепӗр шичӗ-шакӑр шып юшамалла. Каллех тракторпа ӗшлеме каятӑн пулшан, вӑхӑту пулмаш. Авланаш пулать шан. Хӗрарӑмшӑр кил — амӑшӗшӗр ача. Аршына шамрӑкла авланнине нимӗн те шитмешт, уншӑрӑн вӑл чупкӑнланша каять. Шалтака кайичченех авлан, терӗм. Эш ман ывӑл вӗт, — терӗ Микулай мучи.

Вӑл сасартӑк тапса тухнӑ куҫҫульне шӑлса илчӗ. Ват ҫын хуйхине пурте пӗлчӗҫ: вӑрҫӑран виҫӗ ывӑлран пӗри те таврӑнман. Кашниех кӗреш юман пек тӗреклӗскерсемччӗ.

Мучи хӑйӗн ҫемҫелнӗ кӑмӑлне часах хытарчӗ. Ҫамрӑксене хӑв хурланнине кӑтартмалла-и ара? Эй, ӗмӗр сакки сарлака. Тем те курнӑ пуль: утмӑл пиллӗкрех ав, малти шӑлсем те ӳксе пӗтрӗҫ, пуҫ та кукшаланса кайрӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ ҫеҫ унашкал ан пултӑрччӗ, ан тухтӑр тек вӑрҫӑ.