Читать «Çавал сарăлсан» онлайн - страница 16
Анатолий Емельянов
— Куҫӗсем хӑмӑр, ҫын ҫине тӳлеккӗн, кӑшт ывӑннӑн пӑхаҫҫӗ. Тем йӑли тата ун: час-часах пуҫ ывӑтакан лашалла мӑйне тӑсса карланкине сулахай аллипе сӑтӑрса илет.
Гриша — сарӑ, симӗс куҫлӑ, лаптак питлӗ. Сӑмси кӑвакалӑнни пек. Павел ҫара кайичченех ас тӑвать: ӗҫре пулсан, Гришӑн чи малтан сӑмси вараланать, мӗншӗн тесен вӑл ӑна яланах аллипе шӑла-шӑла илет. Халь те ав сӑмси тӑтӑшах ӗҫекен ҫыннӑнни пек хӗрлӗ.
Павел вӗсене эрех сыптарчӗ. Малтан турткаланса тӑчӗҫ, кайран — кикирикӗсем хӗрсен, хӑйсем патне хӑнана чӗнчӗҫ те тухса кайрӗҫ.
— Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсем, — шухӑшларӗ Павел. Пӗр ялтан пулсан та ҫара кайиччен Павел вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе кураймарӗ.
Анна фермӑна кайиччен апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хӑварчӗ, чашӑк-тирӗк ҫитмӗ тесе килӗнчен илсе каҫрӗ. Хӑн юлма килӗшмерӗ. Ӗнесем те сумалла-мӗн, зоокружок занятийӗ те кӗҫӗрех. Ҫитменнине, ашшӗ вырӑнне хурала каймалла, лешӗ Павела иртенпех курма килесшӗн. Ӗлӗк фермӑра хуралҫӑ иккӗ пӳлнӑ, кӑҫал Трофим Матвеевич ӗҫ кунне ахаль тӑккалас мар тесӗ ӗнтӗ те перре ҫеҫ хӑварнӑ.
— Кала, хӑвӑртрах килтӗр хӗреснатте, — ӑсатса ячӗ Павел Аннана.
Володя ҫитрӗ. Уринчи калушне алӑк патне сарнӑ хаҫат ҫине хывса хучӗ, аллинчи сеткине пӑтана ҫакрӗ.
— Анне шӑрттан парса ячӗ. Пӗр виҫ теҫетке чӗр ҫӑмарта. Так. Шӑши шӑкӗ те тинӗсе пулӑшу тенешкел, кӑшт-кашт ҫырткалама пырӗ…
— Ҫӑмарташӑн ак комсомол райкомӗнчен лекет. Эс патшалӑха парас чух ӗҫкӗре пӗтересшӗн, — кулчӗ Павел.
— Эп хам плана тултарнӑ. Пирӗн ҫирӗм икӗ чӑх, пӗри те халерпе чирлемен, — тикӗс шӑлӗсене кӑтартса кулчӗ каччӑ. — Вӑл мӗн, Трофим Матвеевичран лекрӗ вӑт. Юрать, эп пухуран тарнине пӗлмест. Виссарион Марковичне тавӑртӑм: эс, терӗм, хӑв пасарсем тӑрӑх пӑрусем пухса ҫӳретӗн пулсан, эп пасара ҫӑмарта пухма тухас ҫук.
— Сӑлтавсӑр ан кӳрентер, — вӗрентсе каларӗ Павел.
— Сухан ҫимесӗр шӑршӑ кӗмест. Вӑл-ку та тарам. Эп мансах кайнӑ: Трофим Матвеевич сана ирех пыма хушрӗ, «Старике» парасшӑн пулмалла.
— Мӗнле «старике»? — ӑнланмарӗ Павел.
— «С-80» текен трактора. Чӗрӗк хакпа илнӗскерне. Моторне пӗлтӗр кӗркунне юсакаларӗҫ, анчах гусеницӑн пӳрнисем ҫук. Илме мана ячӗҫ. Аран яла ҫитертӗм, — сӗтел умне пырса ларчӗ Володя. Ҫӳхе пиншак тӳмисене вӗҫерчӗ. — Пӳртне хутса тултарнӑ. Мунча пек, — терӗ.
— Мана ҫав «старик» ҫеҫ кирлӗ те.
Эс аккуна качча панӑ пек ан савӑн. Унпа ӗҫличчен ытларах сулхӑнра ларатӑн. Никӑм та тытмарӗ ӑна. РТСра списать тунӑ та Трофим Матвеевич шкул ачисене тимӗр-тӑмӑр пухтарса илчӗ. Юсасшӑн тепӗр пилӗк-ултӑ пин пӗтерчӗ пуль. Кӗлетки пур ун, ҫиелтен аванах, анчах килнӗренпе ниҫта та тапранман.
Володя ури ҫӑмӑл пулчӗ. Санькӑпа Петӗр тимӗрҫӗ ҫитрӗҫ. Саньки витрепе сӑра йӑтнӑ.