Читать «Çавал сарăлсан» онлайн - страница 14

Анатолий Емельянов

Ял… Пӳртсемпе сарайсем, анкарти-карта таврашӗ. Пӗр-пӗр ишӗлсе аннӑ карта сыпакне курсанах пӳрт-ҫурт малалла туртнине чӑтаймасӑр тевӗш пек татӑлнӑн туйӑнать. Ӑҫта туртать, ӑҫта сӗтӗрет пӳрт картапа кӑкарнӑ ҫӗре? Ӑҫта илсе каясшӑн? Е ӗмӗрхи йӑлана кӑкарнӑ вӗрен ҫав тери ҫирӗп-и?

Ҫулсем иртӗҫ. Кун-ҫул малалла татах та хӑвӑртрах васкӗ, анкартисем те пӳртсенчен татӑла-татӑла юлӗҫ. Турта аврашки якалса, ҫийӗнсе пӗтнӗ пулсан, нумая пымасть, анчах халлӗхе вӑл чӑткалать-ха. Чӑтать ҫеҫ те мар, туртать. Тепри унта колхоз ӗҫне тухмасӑр чакаланать. Ара, ҫири кӗпе кама ҫывӑх мар? Хура куракла — хура пулсан та хамӑнах.

Кӗреҫепе тикӗссӗн каснӑ юр катрамӗсем йӗпеннӗ чус ҫийӗпе чарӑнкаласа, капланкаласа шуса анчӗҫ. Юр хырнӑ май ӑшӑ пулчӗ. Павел ҫӳхе пиншак тӳмине те вӗҫертсе ячӗ. Уй енчи пӳрт тӑррине хырса пӗтерсе кил енчине куҫрӗ. Кунта, ҫурҫӗр енӗ пулнӑран пулас, чуссем те мӑкпа витенме пуҫланӑ, хӑшӗсем пӑта кӑпӑлӗнчен тухса кайнӑ. Мӗн калӑн, чус ӗмерӗ ҫирӗм ҫултан ытла мар ҫав: вӑрҫӑ тухнӑ ҫул витнӗччӗ, халь улӑштармӑлла та пулнӑ. Юрать-ха, мӑрье тӑрӑх ҫеҫ шыв кайнӑ.

— Салам, ҫӗнӗ ҫӗр каччи! Килнӗ ятпа салам! «Уй хӗрринчи Митрахван пӳрт тӑрринчен юр тӑкать, пӗчӗк ача сар Йӑван, шӑхлич калать савӑнать.»

Павел сас илтӗннӗ еннелле пӑхрӗ.

Уҫа хапха алӑкӗ патӗнче Санька тӑрать. Фуфайкӑпа, галифепе. Хром аттине сӑн курӑнмалла ҫутатнӑ. Хура каракуль ҫӗлӗкӗ айӗнчен пӗр кӑтра пайӑрка сылтӑм еннелле тухса кайнӑ. Е хӑй юри кӑларнӑ-ши?

— Салам! Эс иккӗмӗш класра вӗреннӗ сӑвва халь те манман-ҫке. Ха, палламалли те ҫук тата, кӗреш пек сарӑлса кайнӑ.

— Санах ҫитеймерӗм. Ӑрат мар-и… Атте аптрамасть те, анне пӗчӗк. Ӑна хыврӑм пуль. Вунӑ пусла ҫӗр штук килекен килька пулӑ пек, — кулчӗ Санька ҫӑвар туллин.

Павел хырса антарнӑ юр купи ӑшне сикрӗ. Кӗҫех ыталашса илчӗҫ.

— Ултӑ ҫул курманни, — терӗ Санька. — Эп сана яла урӑх таврӑнмасть пуль теттӗм. Мӗн калӑн, чапа тухнӑ ҫын…

— Ҫитӗ чӗлхӳне якатса. Хӑв ӗҫсӗр ларнӑ пек чухӑна перен…

— Ӗҫсӗр мӗнӗ… Эс орденла, пирӗн ҫук.

— Юрӑри пек, ҫукран пур пулать.

— Апла та пулӗ, — кулса ячӗ Санька. — Пӑрах кӗреҫӳне. Айта, тӗл пулнӑ ятпа ман пата кайӑпӑр.

— Малтан ӗҫне вӗҫле, кайран юрать ӗҫме.

Пӗри хӑйӑхлӑ, тепри мӑйӑхлӑ ан пултӑр. Мӗн кутӑнлашан? Кайрӑмӑр. Килте ман нихҫан та туй сӑри татӑлмасть, — шухӑшсӑррӑн ахӑлтатрӗ Санька. Павел пусма хӗрне капланнӑ юра тӗксе антарчӗ.

Уху, тӗтӗм тухать! Вӑт ку философи! Мӑрйине чана йӑва ҫавӑрмани? — тӗлӗнсе пӑхрӗ Санька, сӑмах ваклама сӑлтав шыраса.

— Ҫук. Мана кӗтсе тӑнӑ вӗсем, — тавӑрчӗ Павел, пусмине илсе тӑратнӑ май.

— Апла эс пурнасах тетӗн?

— Халех вилесшӗн мар.

— Ун пирки мар-ха эп. Халь ахалех куҫатӑн. Пырса пурӑн пирӗн пата. Пӗр пӳрчӗ пушах ларать. Ҫулла куҫу курӗ… Хӗр тупсан — авланатӑн, тупмасан ан кулян. Пирӗн ӗмӗре инке арӑмӗ те ҫитет, — каллех шӑл йӗрчӗ Санька.

— Хӗрӳ-арӑму тарам. Пӗччен пурӑнма хӑнӑхнӑ эпӗ, — хуравларӗ Павел. Анчах лешӗ хӑй шухӑшне тӗплесех ҫитерме тӑрӑшрӗ:

— Трактористшӑн пулсан, чи малтанах инке арӑмӗ кирлӗ. Мӗншӗн? Пӗр енчен тракторист шуйттан ҫури пек ҫӑрӑлчӑк, унтан — пӑсара пекех шӑршлӑ. Ӑна мазут ӑшӗнче усраҫҫӗ тейӗн. Мӗнле хӗрен качча тухса унӑн кӗпи-йӗмне ҫӑвас килтӗр? Ватта юлнӑ хӗрсем мӑйран ҫакӑнсан кӑна?.. Инке арӑм вара пур енпе те хӗртен лайӑхрах.