Читать «Йĕрсем çухалмаççĕ» онлайн - страница 57

Розин Ярандай

Хлимун тӗнмарӗ: хаҫан тата мен-мӗн вӑрланине йӑлт каласа кӑтартрӗ.

Ҫавӑнтах пукан ҫине витнӗ хаҫата сирсе пӑрахрӑм та Хлимуна «Комета» магнитофонпа ҫӗрле сӑнамалли трубана кӑтартрӑм.

— Ҫак япаласене ма пӗвене пӑрахрӑн?

Хлимун пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ. Чӗлхи ҫӗтрӗ тейӗн, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.

— Ҫак пушмак ҫинчен те каласа пар, ― Гальӑран илнӗ мӑшӑр пушмака кӑларса хутӑм эпӗ. ― Вӗсене эс ҫырмана хывса пӑрахнӑ… Аш вакламалли пуртта ҫарӗҫ пӗлӗмне кухньӑран илсе пынӑ, сейф уҫма хӑтланнӑ…

— Пулман шкулта эп, следователь гражданин.

— Пулнӑ. Столовӑйра хӑйма ҫинӗ, чӑкӑт ҫыртса пӑхнӑ… Чӑкӑтри шӑл йӗрӗсем — санӑн. Эксперт ҫапла ҫирӗплетет. Ҫапла, йӗрсем ҫухалмаҫҫӗ.

Хлимун янахӗ чӗтренсе илчӗ. Енчен енне пӑркаланчӗ. Ал лаппине пукан хысакӗ ҫумне сӑтӑрчӗ.

— Шкулта мӗн хӑтлантӑн? Ма хӗрачана пӑшалпа петӗн? Паллах, чи хӑрушши ҫакӑ. Чи йывӑрри. Апла пулин те, каласа памах тивет. Айӑпа йышӑннине, ирсӗр ӗҫ тунӑшӑн ӗкӗннине суд шута илет.

— Ну, юрӗ, калатӑп. Ӗҫ ак епле пулчӗ…

Кунӗпе Хлимун сурчӑк ҫӑтса выртрӗ. Кӗленчери шӗвеке лӑнкӑртаттарса ӗҫрӗ, ҫапах ӑш выртмарӗ унӑн. Пур-пӗрех ҫиес килет…

Таврана ӗнтрӗк хупларӗ. Хлимун улмуринчен йӑшаланса тухрӗ те, ун-кун пӑхкаласа, Уйкасалла лӗпӗстетрӗ.

Ҫырмаран тилӗ пек йӑпшӑнса-асӑрханса хӑпарчӗ, карта кӗтессине кукленсе ларчӗ. Ҫук, кунта чылай чарӑнса тӑма юрамасть — иртен-ҫӗренсем асӑрхама пултараҫҫӗ. Куракансем тӗрех кирлӗ ҫӗре евитлӗҫ. Шанчӑксӑр ҫын вӑл, иккӗлентерекен ҫын. Шӑртланса кайнӑ хӑй. Ҫипуҫӗ йӑлт лӗчӗркеннӗ, вараланнӑ. Ҫитменнине, вӑл та тӗрме тумӗ. Лере, ав, улмуҫҫисем патӗнче, мунча пур. Алӑкӗ те уҫӑ. Унта кӗрсе лармалла та ӑҫта мӗн пуррине сӑнамалла.

Карта урлӑ сиксе каҫрӗ Хлимун, мунча патне персе ҫитрӗ. Ак телей! Мунча умӗнче мӑшӑр пушмак ларать. Унпа юнашар — сӑран хутаҫ, сумка евӗрлӗскер. Пушӑ мар тата, хутаҫҫа патронсем чикнӗ. Пӗчӗк калибрлӑ винтовка та пур. Кӗтесе тӑратнӑскер. Мунчара урай хӑми ҫӑтӑртатрӗ, чӗриклетрӗ, такам ӗсӗрсе илчӗ. Хлимун тек тытӑнса тӑмарӗ — сумкӑпа винтовкӑна, пушмака ҫавӑрса илчӗ те тулалла вирхӗнчӗ. Анкартин тепӗр вӗҫӗнче хӗрарӑм утать. Вӑл Хлимуна асӑрхарӗ, анчах хыҫҫӑн пӗр утӑм та тумарӗ.

Вар хӗррине ҫитсен, Хлимун чупма чарӑнчӗ, вӑрланӑ пушмака тӑхӑнчӗ. Виҫеллӗскер пулчӗ тата, урана хӗсмест. Тек хӑрамалли ҫук ӗнтӗ. Хлимун уринче те ял ҫыннисем тӑхӑнса ҫӗрекен пушмаках. Хӗтӗленмелли хатӗр те пур. Чӑрмантаракан тупӑнсан, кам та пулин хирӗҫ тӑрсан, Хлимун хӗрхенсе тӑмӗ.

Шкул картишӗнче никам та ҫук. Ҫапах Хлимун васкамарӗ, тӗмӗ хушшине пытанса, шкулти столовӑя тимлӗн сӑнарӗ. Кухньӑра та, классенче те ҫын ҫуккине ӗненчӗ. Столовӑя вӑл сад енчен кантӑк кӑларса кӗчӗ. Холодильнике уҫса, чӑкӑт тытрӗ те кач ҫыртрӗ. Ҫук, чӑмлаймарӗ — шӑла тиврӗ, ҫыртнӑ татӑкне те каялла пӑрахрӗ. Савӑтри хӑймана вара хырӑм сарӑличченех ӗҫрӗ.

Чӗре лӑштах пулсан, кунти апат-ҫимӗҫе мунчара ҫаклатнӑ хутаҫҫа чышса тултарчӗ. Сӗтеклӗрех апат шыраса, кухньӑри савӑт-сапана ҫавӑрттарчӗ. Сасартӑк ун аллине аш вакламалли пуртӑ лекрӗ. Пӗчӗк калибрлӑ винтовкӑна кӑкӑр умне ҫакрӗ те хӑрах аллипе апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫ, тепӗр аллипе пуртӑ йӑтса, кухньӑран тухрӗ, ҫарӗҫ пӗлӗмне кӗчӗ. Шкафран магнитофон тата ҫӗрле сӑнамалли труба туртса кӑларчӗ, сетка та тупӑнчӗ тата. Вӗсене сеткӑна хучӗ те сейф алӑкне тӗккелесе пӑхрӗ, пуртӑ вӗҫӗпе хирчӗ — лешӗ уҫӑлмарӗ. Сейф тайӑлса кайнипе ун ҫинчи шыв графинӗ урайне ӗксе ванчӗ.