Читать «Йĕрсем çухалмаççĕ» онлайн - страница 56

Розин Ярандай

— Мунчара мӗн пулса иртрӗ? Маруҫ аппана хӑҫантанпа пӗлетӗн?

— Маруҫ-и вӑл е Тарье — татса калаймастӑп. Ҫапах ӑнлантӑм: хӗрарӑмсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ иккен. Пӗрисем пӗрре курсах йышӑнаҫҫӗ, теприсем — тапса сирпӗнтереҫҫӗ. Ку та хӑвӑрт ирӗлесскер пулмарӗ. Ҫур ҫӗр иртсен, мунчана кӗтӗм. Уйӑх ҫутипе мунчара та тӗттӗм мар. Пӑхатӑп, сак ҫинче хӗрарӑм выртать. Ҫара пӗҫӗллӗ хӗрарӑм. Аялти кӗпепе кӑна хӑй. Аллисене вӗҫекен кайӑк евӗр саркаланӑ… Чӑтаймарӑм, юнашар кӗрсе выртрӑм… Ачашлама пӗлмерӗм-тӗр. Ытамран вӗҫерӗнчӗ те хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑчӗ, алла пуртӑ ярса тытрӗ… Тухса тартӑм вара… Ку вӑл ирсӗр ӗҫ мар. Ку вӑл — хӗрарӑмпа паллашма тӑни.

— Ҫуран утасшӑн мар иккен эс, Хлимун. Ялтан яла велосипедпа ҫӗренӗ.

— Тӗрӗс. Ура тупанӗ ҫӗхелесрен хӑратӑп. Колонирен тарсан, икӗ эрне ытла ҫуран танккарӑм, апат-ҫимӗҫ шырарӑм. Пӗр пахчана хӑяр пуҫтарма кӗрсен… Йӗркеллӗ хуҫа велосипеда сарайне лартать е ҫурт умне тӑратать. Ку, ав, сысна вити умне пӑрахнӑ. Кустӑрмисем те, йӗпписем те — пурте пылчӑклӑ. Кирлӗ япалана хуҫа типтерлӗ тытать, шанчӑклӑ вырӑнта упрать. Апла ку икӗ кустӑрмаллӑ тимӗр татки никама та кирлӗ мар. Эпӗ усӑ курма тытӑнтӑм вара. Самай пулӑшрӗ вӑл мана. Велосипеда Кулагин сӗтӗрсе кайсан вара улмури патне тек таврӑнмарӑм. Йӗр ҫине ӗкнине туйрӑм. Ман пата пирвай Уйкас ҫынни пырса кайрӗ, унтан — Кулагин. Милици лейтенанчӗ пынӑ чух сунартан чылай кая юлса таврӑнтӑм — Чӑрӑшкассинчен пӗр михӗ апат-ҫимӗҫ, тепӗр михӗ кӗпе-тумтир тупса килтӗм. Кустӑрмана улӑмпа витрӗм те, каюра пек шӑтарса, улмури ӑшне кӗрсе выртрӑм. Тӗлӗрсе кайнӑччӗ кӑна — чӑштӑртаттарнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Улӑма хуллен сирсе пӑхрӑм та, ак тамаша! — пӑравус пек хашлатса, улӑма Кулагин унталла та кунталла салатать. Велосипед туртса кӑларчӗ, тӗккелесе-ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Йӗпеннӗ кустӑрмисем те интереслентермерӗҫ ӑна. Ҫавӑнтах утланса ларчӗ те ялалла вӗҫтере пачӗ. Вара эп…

— Вара эс вӑрманта пурӑннӑ, Хурама варӗнче чаваланнӑ. Ҫӗрпӗрт тума тытӑннӑ. Тиркемелли ҫук, хӗхӗм вырӑн тупнӑ. Пырса пӑхсан та, ҫын выртса тӑнине чухлаймӑн. Тарӑн ҫырма. Ҫӗҫелӗх. Ҫырма хӗрринчи лӑстӑр хурама армак-чармак тымарӗсене сапаланӑ. Тымарсем хушшинче — шӑтӑк. Шалалла кӗнӗ майӑн анлӑланса пыраканскер. Тӑпра ан ишӗлтӗр тесе, маччине те, стенисене те ҫӗҫе тураттисемпе тӗкӗленӗ. Ҫыран хӗрри ан такӑрлантӑр, ура йӗрӗ ан палӑртӑр тесе, шӑтӑк умне ҫапӑ сапаланӑ. Пурпӗрех паллӑ пур — ҫапӑ хушшине тӑпра тӑкӑннӑ. Шӑтӑкран кӑларнӑ тӑпра.

— Ай-яй, вӑйлӑ йӗрленӗ, ― пуҫне пӑркаларӗ Хлимун.

— Ҫӗрпӗрте эс миххи-миххипе апат-ҫимӗҫ сӗтӗрнӗ, ӑшӑ тумтир йӑкӑртса пынӑ. Чылайлӑхах чарӑнас тенӗччӗ-и унта?

— Ҫӗрпӗртре ҫулталӑк пурӑнма шутларӑм. Хӗл кунӗсенче, упа пек, ал лаппи ҫулласа выртаймӑн. Хырӑм выҫсан та тухса ҫӗреме юрамасть — йӗр юлать. Паллах, эпӗ тӗрмерен тарни ҫинчен пур ҫӗре те пӗлтернӗ. Анне патне те пырса пӑхнӑ ав. Пӗрер ҫултан тимлӗх чакать, мана та шырама пӑрахчӑр терӗм.

— Вулама та юрататӑн эс, Хлимун. Уйрӑмах ҫак кӗнекене кӑмӑллатӑн, ― сӗтел ҫине «Записки следователя» кӑларса хутӑм. ― Икҫӗр хӗрӗх тӑваттӑмӗш страницӑна ҫитнӗ.

— Ҫынсенчен пытанса пурнасси — тӗрмере ларнинчен те харушӑрах, Вӑхӑт иртмест. Ирӗксӗрех вулӑн. Уйкас библиотекине ҫӗрерӗм. Ҫынсем ыйха путсан, уҫӑ юраттарса кӗреттӗм.