Читать «Çавал сарăлсан» онлайн - страница 13
Анатолий Емельянов
Вӑл хӑех, хӑй аллипе пуҫтарса тирпейлесшӗнччӗ. Анна сисрех. Халь, ав, пулашать.
Ӗлӗк, ҫара кайиччен, аслӑк тӑрне пусма хурса хӑварнӑччӗ: вырӑнтах-мӗн, никам та тӗкӗнмен. Шӑлӗсем ҫеҫ типнипе шултӑркаса кайнӑ. Павел пусмана йӑтса тухса пӳрт ҫумне тӑратрӗ.
Павел килӗ кайри урамра, уй хӗрринче. Анкартийӗ Ҫавалӑн сылтӑм ҫыранӗ хӗрнех тухать. Ҫара кайиччен кунта электростанци валли пӗве пӗвеленӗччӗ. Ун чухне сарӑлса кайнӑ Ҫавал анкарти юписене те илнӗччӗ. Вӑйлӑ ҫумӑр килчӗ те татса кайрӗ. Унтанпа ӑна никам та пӗвелемен. ГЭС ҫурчӗ ҫеҫ тӑлӑххӑн ларать.
Пӳрт умӗнчи йӑмрасен турачӗсем сарӑлса кайса мӑрье патнех кармашнӑ. Умра тӑван тавралӑх.
Ял Ҫавал еннелле касса анакан виҫӗ-тӑвата ҫырма тӑрӑхне вырнаҫнӑ. Ҫырмасем вӑрмана тата ҫичӗ-сакӑр юп пулса кӗреҫҫӗ. Ҫуркунне вӗсем шавлӑ. Ӗлӗк шыв арманӗ те пулнӑ, ҫулла типсех лараҫҫӗ. Чӑх ури те пытанмасть унта. Авӑрсемпе лупашкасенче те шыв чакать, вара ача-пӑчасем йӑрӑ та чее йӑпӑлтӑк пулӑсене алапа ҫеҫ мар, алпа та тытаҫҫӗ.
Урамӗсем ҫырмасене пула кукӑр-макӑр. Пӗр урам теприн вӗҫне пырса тӑрӑнать. Кил урлах ҫӗнӗ пӳрт. Ултӑ ҫул хушшинче пӗтӗм ял ҫӗнелсе улшӑннӑ. Ҫӗннисене кашнинех шифер е шуҫ, е чус витнӗ. Кашни пӳртӗн пекех террасӑ, умӗнче те, хыҫӗнче те пахчасем. Шӑпӑр евӗр ҫаралса юлнӑ чиесемпе ярпайса кайна улмуҫҫисем халь кӗҫ-вӗҫ ешӗлленсе вӑй илме пуҫлассӑн туйӑнать.
Вӑхӑт — тӗлӗк. Васкавлӑ иртет вӑл, васкавлӑ. Павел ҫара кайиччен кӑна, ав, кӳршӗ хӗрачи Анна, кӗтессисем ҫӗтӗлсе кайнӑ, хӗрлӗ кӑшман тӗслӗ портфель йӑтса шкула чупатчӗ, халь вӑтам шкултан та вӗренсе тухнӑ, хӳхӗм хӗр пулнӑ. Каччи кам-ши? Пурах ӗнтӗ. Унашкал хӗре кам куҫӗ асӑрхамӗ? Хитрене хӗрӗх ҫын куҫ хывнӑ, теҫҫӗ.
Пӑхать Павел ял ҫине, ытараймасӑр пӑхать. Пуҫра шухӑшсем.
Ял… Ҫын кунта ҫуралса ӳснӗ пулсан, унӑн тӗлӗкри пек ачалӑхӗ симӗс курӑклӑ ҫеремпе нӳрӗк варлӑ ҫырмасенче, вӗтӗ шӗшкӗлӗхсемпе хӗрлӗ ҫупкӑмлӑ пилеш ӳсекен вӑрмансенче; яшлӑхӗ айлӑмлӑ-тӑвайккиллӗ хирсенче, шавлӑ улахсемпе акатуйӗнчи пек вӑйӑ картисенче иртнӗ пулсан — вӑл яла манаймасть. Ӑна аса илсенех сӑмсана хурӑн е ҫӗр ҫырли шӑрши кӑтӑклать. Куҫа хупсассӑн та шурӑ шупӑр тӑхӑнакан садсем, ырӑ шӑршӑ кӑларса симӗсленекен вӑрмансем ума тухаҫҫӗ. Камӑн хӑлхине килентермӗ-ши пар лаша шӑнкӑравӗ пек шӑнкӑрти шыв? Кама илӗртмӗ вут чулӗсем айӗнчен тапса тӑракан иксӗлми ҫӑл куҫӗ? Камӑн ӑна ывӑҫласа ӗҫес килмӗ шӑрӑх кунсенче?
Улӑхра канашлӑва пухӑннӑ капансен шӑччисем пуҫ ҫийӗпе иртсе пыракан пӗлӗтсене тупӑ пек тӗллеҫҫӗ. Каллех вӗсем патне пӗр вун пилӗк ҫул каяллахи пек ачасен ушкӑнӗпе кайса пытанмалла выляс килет.
Каҫхине ҫул ҫинче илӗртекен ҫутӑсем хулари евӗр каптӑмӑн та хутлӑ-ҫийлӗ мар, сайран, ҫуталакан хуртсене такам сапаласа пӑрахнӑн, ӗнтрӗкпе выляса ҫиҫеҫҫӗ. Мӗн тери ырӑ, мӗн тери илӗртӳллӗ пӗр ҫӗрте ҫухалакан, тепӗр ҫӗрте ҫӗнӗрен чӗрӗлекен ҫутӑсене пӑхса тӑма! Вӗсенче илӗртекен канӑҫлӑх, иртсе кайнӑ ачалӑх, вӗсенче малалла чӗнекен пурнӑҫ, вӗсенче тутлӑ ӗмӗтсем, пурнӑҫланман шухӑшсем.