Читать «Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)» онлайн - страница 64
Unknown
48
1 Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн Иосифа каланӑ: акӑ санӑн аҫу чирлӗ выр- тать, тенӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле икӗ ывӑлне, Манассияпа Ефрема, илнӗ [те Иаков пат- не кайнӑ]. 2 Иакова хыпар тус а каланӑ: акӑ сан патна Иосиф ывӑлу килет, тенӗ. Израиль хӑйӗн халне пухса вырӑнӗ ҫине тӑрса ларнӑ. 3 Иаков Иосифа каланӑ: Пур- не те Пултаракан Турӑ мана Лузра — Ха- наан ҫӗрӗнче — курӑнса, мана пиллерӗ, 4 Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ӗрчетӗп, сана йышлӑ тӑвӑп, санран темӗн чухлӗ
{[27] Тух 5:5. Пс 104:24. [29] Пулт 24:2; 50:5. [30] Пулт 23:19; 50:13. [31] Пулт 50:5. Евр 11:21.
48-мӗш сы пӑк. [3] Пулт 28:13. [4] Пулт 13:16; 35:11–12; 41:52.}
тӗрлӗ халӑх кӑларӑп, ҫак ҫӗре сан хыҫҫӑн килес тӑхӑмна ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп, терӗ. 5 Халӗ ӗнтӗ санӑн икӗ ывӑлу — сана Египетра ҫуратса панӑскерсем, эпӗ сан патна Египета киличчен ҫуралнӑскер- сем — манӑн ывӑл сем вӗ сем; Русимпа Симеон пекех, Ефремпа Манассия манӑн пулӗҫ; 6 вӗсем хыҫҫӑн ҫуралас ачусем вара санӑн пулӗҫ; вӗ сем хӑйсен пиччӗшӗсен ячӗпе вӗсен еткер ҫӗрне ята кӗрӗҫ. 7 Эпӗ Месопотамирен таврӑннӑ чухне Ханаан ҫӗрӗнче, ҫул ҫинче, Ефрафӑна ҫит есси кӑшт ҫеҫ юлсассӑн, манӑн Рахилӗм [са- нӑн аннӳ] вилчӗ, эпӗ ӑна унта Ефрафӑ- на — хальхи Вифлеема — каякан ҫул хӗр- рине пытарса хӑвартӑм, тенӗ.
8 Израиль Иосиф ывӑлӗсене курнӑ та: кусем камсем? тенӗ. 9 Иосиф хӑйӗн ашшӗ- не каланӑ: ку сем — Турӑ мана кунта панӑ ывӑлӑмсем, те нӗ. [Иаков] каланӑ: вӗсене ман патӑма ҫывӑхарах илсе кил-ха, вӗсе- не пиллем эпӗ, тенӗ. 10 Ватӑлнипе Израи- лӗн куҫӗ йӑвашланнӑ; вӑл витӗрех курай- ман. Иосиф вӗсене ун патне илсе пынӑ, Израиль вӗсене чуптуса, ыталаса илнӗ. 11 Израиль Иосифа каланӑ: эпӗ санӑн сӑн- на курасса сунманччӗ; акӑ Турӑ мана са- нӑн ачусене те кӑтартрӗ, тенӗ. 12 Иосиф, вӗсене Иаков чӗрсийӗ пасӗнчен аякка- рах тӑратса, ашшӗне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 13Унтан Иосиф [хӑйӗн ывӑлӗсене] иккӗш- не те ҫавӑтнӑ та Ефрема хӑйӗн сылтӑм аллипе тытса Израилӗн сулахай аллине хирӗҫ, Манассияна сулахай аллипе тытса Израилӗн сылт ӑм аллине хирӗҫ пырс а тӑратнӑ. 14 Анчах Израиль хӑйӗн сылтӑм аллине тӑснӑ та ӑна Ефрем пуҫ ӗ ҫине, кӗҫӗ ннин пуҫӗ ҫине, хунӑ, сулахаййине Манассия пуҫӗ ҫине хунӑ. Манассия мал- танхи ывӑл пулнӑ пулин те, ҫавна пӗлсех вӑл аллисене ҫапла хунӑ. 15 Вӑл Иосифа пиллесе каланӑ: манӑн Авраампа Иса- ак аттемсем Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, ҫав Ту- рӑ, мана мӗн ҫуралнӑранпа ҫак кунччен пӑхса усракан Турӑ, 16 мана пур тӗрлӗ усалтан хӑтарса тӑракан Ангел ҫак ача- сене пиллетӗр; манӑн ятӑмпа Авраампа Исаак аттемсен ячӗсем вӗсем ҫинче пулч- чӑр, вӗсем ҫӗр ҫинче темӗн чухлӗ ӗрче- се-хунаса кайччӑр, тенӗ.
17 Иосиф хӑйӗн ашшӗ сылт ӑм аллине Ефрем пуҫӗ ҫине хунине курнӑ; вӑл ҫа- кӑншӑн пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вара вӑл аш- шӗн аллине тытнӑ та ӑна Ефрем пуҫ ӗ ҫинчен Манассия пуҫ ӗ ҫине илс е хума тӑнӑ, 18 Иосиф хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, апла мар, малтанхи — акӑ, хӑвӑн сылтӑм аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хурсам, тенӗ. 19 Анчах ашшӗ килӗшмен, вӑл: пӗ- летӗп, ывӑлӑм, пӗлетӗп; унран та халӑх тухӗ, вӑл та аслӑ пулӗ; анчах унӑн шӑл- лӗ унран аслӑрах пулӗ, унӑн вӑрлӑхӗн- чен йышлӑ халӑх тухӗ, тенӗ. 20 Ҫав кун вӑл вӗсене ҫапла каласа пилленӗ: сирӗн ятӑрсем Израильшӗн пиллӗх пек пулӗҫ, Израиль ывӑлӗсем: «Турӑ сана Ефремпа Манассия пек тутӑр» тесе пиллӗҫ, тенӗ. Вара Ефрема Манассияран аслӑ туса ху- нӑ. 21 Израиль Иосифа каланӑ: акӑ эпӗ вилетӗп; Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ, си- ре хӑвӑр аҫӑрсен ҫӗрне каялла тавӑрӗ; 22 сана эпӗ, хӑвӑн тӑванусенчен ирттерсе, пӗр пай ытларах ҫӗр паратӑп, эпӗ ӑна аморрейсен аллинчен хам хӗҫӗмпе, хам уххӑмпа туртса илтӗм, тенӗ.