Читать «Йĕрсем çухалмаççĕ» онлайн - страница 51

Розин Ярандай

— Вожатӑя суранлатнӑ каҫ мунчара пӗрле пулнӑ эсир. Ҫапла-и?

— Тӗрӗс, ― тунмарӗ Галя. ― Ятласшӑн-и мана уншӑн? Вӑтантарасшӑн-и? Ҫук, именместӗп, ҫынсем умӗнче каласан та хӗрелместӗп. Вадим — манӑн ҫураҫнӑ каччӑ. Пӗр-пӗрне юратма, пӗр-пӗрне пулӑшма ант тунӑ эпир. Анчах антне тытаймарӗ. Ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн икӗ эрнерен яла килчӗ те ҫапла каларӗ: «Урӑх хӗре качча илетӗп». Чармарӑм, йӑлӑнмарӑм, Яла туй кӗрлесе килсен, ураран ӗкрӗм, выртса-йӑванса макӑртӑм. Ҫук, ӑнланмастӑр эсир. Юристсем вӗсем — кӑнттам та хытӑ чунлӑ ҫынсем, Юрату мӗн иккенне те пӗлмеҫҫӗ. Ӗҫе кая юлса ҫитсен — пӗр статья калаҫҫӗ, хӗре ыталаса илсен — тепӗр статья асӑнаҫҫӗ. Чӑнах та, статйи нумай ӗнтӗ. Айӑпламалли те, хӑтармалли те…

Галя каллех шӑпланчӗ. Вӑрӑммӑн сывларӗ те, умӗнче ларакан сумкӑна уҫса, хутпа чӗркенӗ темле хытӑ япала туртса кӑларчӗ, пукан ҫине хучӗ.

— Вадима хупакансене чӗркуҫленсе тархасларӑм. «Лартма ан васкӑр-ха, Вадим айӑплӑ мар, ― терӗм. Участок инспекторӗ Кулагин кӑшкӑрса кӑна тӑкрӗ: «Ан сӗпӗлтет пустуй. Ҫын упӑшкипе пурӑнатӑн, намӑссӑр! Вадим айӑпланине ӗнентерекен витӗмлӗ ӗнентерӗсем пур пирӗн. Вӗсене нимпе те, ниепле те сирсе яраймастӑн», ― терӗ. Вӑйлӑраххи яланах ҫӗнтерет, теҫҫӗ. Эсир те эп каланине ӗненес ҫук. Ҫапах тӑнлӑр кӑштах. Шкулта Вадимӑн сумкине тупнӑ. Патронсене хӑех чикнӗ тейӗпӗр. Анчах, шутлӑр-ха, мӗн тума кирлӗ ӑна апат-ҫимӗҫ? Килте ҫитермеҫҫӗ-им ӑна? Нимӗнле вӑрӑ-хурах та ирсӗр ӗҫ тума апат-ҫимӗҫ тултарса каймасть.

Телефон шӑнкӑртатрӗ. Эпӗ вырӑнтан та хускалмарӑм. Галя малалла мӗн каласса кӗтрӗм.

Галя ман ҫинчен куҫ илмест, шӑтарасла пӑхать. Хирӗҫлеменнине, хӑйне тимлӗн тӑнланине туйсан, каллех Вадим ҫинчен сӑмах хускатрӗ:

— Айӑпа йышӑннӑ вӑл. Вожатӑя эп петӗм тенӗ. Ирӗксӗрех ҫапла калама тивнӗ — Кулагин йӑлӑхтарса ҫитернӗ ӑна, сумкине, патронӗсене, пушмак йӗрӗсене кӑларса кӑтартнӑ та… Ӗненӗр, Вадим шкулта пулман ҫав каҫ. Амӑрту вӗҫленсен, тӗрех ман пата пычӗ. Ман патӑмра, мунчара, ҫӗр каҫрӗ. Кун ҫинчен Униҫҫе кинемей те ҫирӗплетме пултарать. Эпир мунчара ларнине Униҫҫе кинемей пырса пӑхрӗ. Тул ҫутӑлсан, Вадим хыпӑнса ӗкрӗ: мунча пӑлтӑрӗнчен патронсем тултарнӑ сумка, пӗчӗк калибрлӑ винтовка тата пушмак ҫухалнӑ. Униҫҫе кинемей ӗҫӗ ӗнтӗ ку терӗ те мана ун патне хӑваларӗ. Кинемей патӗнчен эпӗ пушӑ алӑпа таврӑнтӑм. Вӑйпитти ҫынна урам хушшипе ҫарран утни килӗшмест, унӑн тата трактор паркӗнче тӗрмешмелле. Вадима эпӗ аттен кирза аттине тӑхӑнтартрӑм. Трактор паркӗнче ӑна Кулагин ярса тытнӑ…

Галя пуҫне усрӗ. Питҫӑмарти тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем йӑрлатса анчӗҫ. Йепеннӗ куҫӗсене шӑлса типӗтрӗ те, ют ҫын илтесрен хӑранӑ евӗр, хуллен калаҫрӗ:

— Кулагин патӗнчен таврӑнсан, кӑштах лӑпланас тесе, анкартине тухрӑм, ҫӗрулми кӑпкалатма шут тытрӑм. Сасартӑк касӑсем хушшинче ют йӗр асӑрхарӑм. Ҫав йӗрсем ҫинчен Кулагина пӗлтертӗм те — ӗненмерӗ. «Тата мӗн шухӑшласа кӑларма пултаратӑн?» — терӗ кӑна. Йӑрансем кӑпкалатнӑ чух та ҫав йӗрсене тӗкӗнмерӗм, темле кӗнекере вуланӑ тӑрӑх, ҫав йӗрсене хӑма татӑкӗпе витсе-хупласа лартрӑм. Ҫав кунах хамӑр ҫырмара ҫак пушмака тупрӑм, ― чӗркенӗ хута ҫурса, сӗтел ҫине колони ҫыннисем тӑхӑнса ҫӗрекен мӑшӑр пушмак кӑларса хучӗ Галя, ― Кун ҫинчен ӗнер республика прокурорне каласа патӑм, пушмакӗсене те кӑтартрӑм. Вӑл сирӗнпе курнӑҫма хушрӗ.