Читать «Йĕрсем çухалмаççĕ» онлайн - страница 14

Розин Ярандай

— Ыйтусем пур-и? — терӗ совхоз директорӗ, эпӗ сӑмаха вӗҫленине кура.

— Пур! — яшт сиксе тӑчӗ пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм. ― Калӑр-ха, мӗншӗн ним айӑпсӑр ҫынна хупса лартаҫҫӗ?

— Айӑп ҫук пулсан хупмаҫҫӗ, ― хуравларӑм эпӗ. ― Вӑхӑтлӑха тытса чарсан та — тӗпчесе пӗлеҫҫӗ те виҫӗ талӑкран кӑларса яраҫҫӗ.

— Виҫ талӑкран?.. — тӗлӗнчӗ хайхи хӗрарӑм. ― Ухватова, ав, кайса хупрӗҫ те иккӗмӗш уйӑх читлӗхре усраҫҫӗ. Айӑплӑ мар вӑл!

— Ухватов пирки халлӗхе нимӗн те калаймастӑп. Следстви пырать, Айӑплӑ мар-тӑк, ӑна та кӑларса ярӗҫ, ― терӗм хӗрарӑма куҫран тинкерсе.

Вӑл пурпӗрех ура ҫине сиксе тӑчӗ:

— Ҫаратакансене тӗкӗнместӗр ав. Хӑратса-алхасса ҫӗрекенсене те пуҫран шӑлатӑр кӑна…

— Галя тӗрӗс калать! — хутшӑнчӗ хӗрлӗ кофтӑллӑ хӗрарӑм. ― Куҫкӗрет мӑшкӑллама пуҫларӗҫ. Куҫкӗрет иртӗхеҫҫӗ. Виҫӗмкун ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑлартӑм. Пӗрт вӗриленсе кайрӗ, ҫывӑрма пӑчӑ. Мунчана кайса выртрӑм. Сахал ҫывӑрнӑ-и, нумай-и — вӑранса кайрӑм та — ак тамаша! — юнашар арҫын выртать. Самай хӗрӗнкӗ хӑй. Пӗр сӑмах та чӗнмест. Мӗшлетет кӑна. Пилӗкрен пӑчӑртӑть, кӑкӑртан ачашлать… Ирсӗрӗн ытамӗнчен вӗҫерӗнтӗм те алла пуртӑ ярса тытрӑм, Вӑшт! тухса сирпӗнчӗ мунчаран. Ҫакӑн ҫинчен милици ҫыннине, Кулагин милиционера, каласа патӑм та, лешӗ ҫапла каларӗ: «Маруҫ аппаҫӑм, эс упӑшкасӑррине пурте пӗлеҫҫӗ. Каччӑ сана савасшӑн — эсӗ ҫавна та туймастӑн». Эп каланине хӑлхана та чикмерӗ.

— Ывӑлӑма кӑҫал велосипед илҫе патӑм, ― ура ҫине тӑчӗ шакла пуҫлӑ арҫын. ― Виҫӗ кун ярӑнаймарӗ — йӑкӑртрӗҫ. Кил хушшинченех вӑрларӗҫ. Кун ҫинчен эп Кулагина евитлерӗм. «Велосипед — машина мар. Ҫынна кирлӗ япала мар. Ывӑлу хӑех пӗр-пӗр ҫырмана пӑрахса хӑварнӑ пуль», ― терӗ мана та Кулагин.

Ку ыйтусене хуравлама ӗлкӗреймерӗм — тата тепри сиксе тӑчӗ, ӗпкелешме тытӑнчӗ.

— Кӑҫал хӑяр ӑнса пулчӗ. Ҫавна та ҫаратаҫҫӗ вӗт путсӗрсем. Хӑяр вӑрлама кӗрсен, анчӑка персе велерчӗҫ… Кулагин мӗн вӑл… хӑнк та тумарӗ… «Ан кулян, Яхван пичче, тымарри юлнӑ, хӑярӗ татах ҫитӗнет. Анчӑк та ӗне мар, татах тупса параҫҫӗ», ― терӗ Кулагин хихиклетсе.

— Магазина та ҫаратрӗҫ: пӗр ещӗк пӗремӗк вӑшкӑртрӗҫ. Айӑплине паян кун та тупаймаҫҫӗ. Тавар хакне мана тӗлеттерчӗҫ, ― арҫынна пӗлсех тулашрӗ шурӑ халат тӑхӑннӑ хӗрарӑм.

— Ытла тӗлӗнмелле: совхоз столовӑйӗнчен те апат-ҫимӗҫ вӑрларӗҫ. Кулагана чӗнсе пытӑмӑр та, вӑл пире кӑшкӑрса кӑна тӑкрӗ: «Хӑвӑр киле йӑтатӑр та… чӑкӑтне те, консервине те, кӑлпассине те… Укҫасӑр тӑранса пурӑнма хӑнӑхнӑ та… вӑрларӗҫ тесе янӑрашатӑр. Йӑлтах хӑвӑр тӗлетӗр! Тӗлеместӗр ― уголовнӑй ӗҫ пуҫаратпӑр», ― тесе хӑратрӗ те, шарламарӑмӑр вара. Йӑлтах хамӑр тӗлерӗмӗр, сапларӑмӑр, ― пит кӑмӑлсӑрланса калаҫрӗ шурӑ тутӑрлӑ хӗрарӑм.

— Каласан та ӗненес ҫук — библиотекӑран та кӗнекесем йӑтса каяҫҫӗ. Тӑтӑшах хаҫат-журналсем ҫухалаҫҫӗ. Кулагин юлташ библиотекӑна пырса та пӑхмарӗ. «Библиотекарь-и эс? Ҫавна та чухламастӑн: ҫынсем кӗнеке вуласшӑн ӑшталанаҫҫӗ, эсӗ, ав, шкафа ҫӑрапа питӗрсе лартатӑн. Ан хӑра, вуласа тухаҫҫӗ те пырса пӑраҫҫӗ», ― терӗ.

Библиотекарьпе юнашар ларакаи хӗрарӑм та сиксе тӑчӗ, вӑл та Кулагина вӑрҫрӗ:

— Эрне каялла куртка ҫуса ҫакрӑм. Ӑна та илсе тарчӗҫ вӗт. Кулагина пӗлтертӗм те, хӑлхана та чикмерӗ. «Э-э, куртка вӑл тӑлӑп мар. Ҫил вӗҫтерсе кайнӑ ӑна. Ҫунӑ япалана кантра ҫине еплерех ҫакма та манӑн вӗрентмелле-и?» — терӗ те вӑшт пӑрӑнса утрӗ.