Читать «Çавал сарăлсан» онлайн - страница 5

Анатолий Емельянов

— Маттур! — шухӑшлать Павел, хӗрсе кайнӑ председатель ҫинчен куҫне илмесӗр.

— Купӑста пирки. Икӗ ҫул халь пирӗн колхоз купӑста лартать. Мӗн тума лартатпӑр — хамӑр та пӗлместпӗр. Пӗр сӑмахпа, ӗнесене ҫитерме ҫеҫ. Районтан пире план параҫҫӗ, ӑна ҫурӑл та пурнӑҫла. Купӑстине йышӑнма Герасимовӑн склад та ҫук. Поселок халӑхӗ валли йӳҫӗтнӗ купӑста Болгарирен турттарса килни намӑс. Намӑс, юлташсем… Хамӑрӑн ҫӗр, хамӑрӑн ал ҫуккӑ пек. Персе пӑрахмалла ҫавнашкал сутӑҫсене. Е тата ак колхозсем ҫурт-йӗр нумай тӑваҫҫӗ. Мӗнпе витетӗн? Улӑмпа-и? Дикарствӑ, варварствӑ вӑл улӑмпа витни, Ӑҫта шифер? Хӗҫ тимӗр ӑҫта? Ӑҫтине те пӗлетпӗр… Ӗҫкӗлле ярӑнтаратӑн, Герасимов юлташ.

— Тӗрӗс! — кӑшкӑрать пӗри.

— Факт! Фактпа кӑтарт! — янӑрать тепӗр сас залран. Анчах сӑмах калаҫаканӗ ӑна итлемест те.

— Сире суту-илӳ тума мар, юр тасатма ҫеҫ шанмалла. Патшалӑх укҫине ахалех илетӗр. Эсир те, Василий Иванович, ун пирки мерӑсем йышӑнмастӑр. Ҫӗрӗк ҫӗка ҫӗр ҫул ларать, теҫҫе те, Герасимов пеккисем калармасан, хӑйсен ирӗкӗпех тухса каймӗҫ.

— Факт! — кӑшкӑрать тахӑшӗ аялтан каллех.

— Факт тетӗр? Купилех мейӗр. Ҫу заводнех илер-ха. Вӑрӑсем кунта. Ҫу процентне чакарса кӑтартаҫҫӗ. Пӗррехинче инспекци зоотехникне илсе кайрӑм. Тӗрӗслерӗ. Лайӑхах. Тӗрӗсех, пӗр сӑмахпа. Кушак хӑҫан хӑйма ҫимеллине пӗлет. Ӑна часах тытаймастӑн. Пирӗн колхозра Анна Андреева дояркӑ пур. Ҫу заводӗнче вӑл хӑй тӗллӗн техникумра вӗреннине пӗлмеҫҫӗ. Эпӗ сӗт леҫме ӑна яма тытӑнтӑм. Мӗн тетӗр эсир? Иккӗмӗш куннех Изергин текен маҫтӑра ҫаклатрӗ. Мӗнле улталать тетӗр? Сепаратор чашӑкӗсем хушшине кӗпе тӳммисем кӗртсе хурать те, хӑйма ҫурри ытла обрат ҫине тухать. Вӑл ӑна обрат тесе килне йӑтса каять е тепӗр хут сепаратор витӗр ярать. Мӗншӗн халь те Изергин унтах? Мӗншӗн халь те ӑна суда памастӑр? Унӑн тахҫанах тӗрме кирпӗчне шутламалла, эсир качакана купӑста пахчинчех усратӑр, — ҫаврӑнать Трофим Матвеевич президиум сӗтелӗ еннелле.

— Тӗрӗс! — кӑшкӑраҫҫӗ залран.

— Промкомбинат пирки калаҫса чӗлхе апат тутине те пӗлми пулчӗ ӗнтӗ, — тӑсать вӑл малалла. — Ҫунашка комбинат тунӑ ҫунаран ҫирӗпрех. Пӗр уйӑх ӗҫлесен тупанӗ шӑтать, ҫур кубометр вут тиесен хурамисем татӑлса каяҫҫӗ. Хӑҫанччен кӑна тӳсмелле? Василий Иванович! — сасартӑк каллех президиум енне ҫаврӑнать вӑл, — калӑр-ха, пирӗн ҫӗршыв Финляндипе е Швеципе суту-илӳ тӑвать вӗт. Тен, район валли лайӑх ҫунасем ярса пама Хельсинкине ҫырас?

Залра кулаҫҫӗ, президиумрисем те хускалса илеҫҫӗ.

— Ку тӗрӗс, — мӑкӑртатать Павел ҫумӗнчи ҫамрӑк каллех.

— Комбинат тӑвакан кирпӗч пирки калаҫмасӑр каллех чӑтма ҫук. Кирпӗч мар вӑл, юлташсем, тӑм купи. Саман вӗсен кирпӗчӗнчен ҫирӗпрех. Мӗн туса ларать унта директор? Тахҫанах улӑштармалла ӑна. Рабочи клас маркине ҫӗртет. Ҫакнашкал пысӑк пухусенче итлетӗн те ӑна, кашнинчех пахалӑха хӑпартма сӑмах парать, кашни виҫӗ сӑмах хыҫҫӑнах коммунизма асӑнать. Коммунизм вӑл санӑн савнийӳ мар, ӑна ӗҫпе асӑнмалла. Комбинат кирпечӗсемпе капитализм ҫуртне ҫеҫ тумалла, хӑвӑртрах ишӗлсе антӑр. Ҫурта ҫутса ҫурт лартаймӑн тенешкел, чӗлхепе пакӑлтатинпе кирпӗчрен вут чулӗ пулмасть.