Читать «Йĕрсем çухалмаççĕ» онлайн - страница 5

Розин Ярандай

Якур пичче каллех пирус чӗртрӗ, вӑрӑммӑн сывласа, тӗтӗме шалалла ҫӑтрӗ. Эп ӑна тав турӑм та допрос протоколӗ ҫине алӑ пустартӑм, ӑсатса ятӑм.

Вӑл кайсан та пусӑрӑнаймарӑм эпӗ, хваттере таврӑнсан та лӑпланаймарӑм. Ыйхӑ вӗҫрӗ. Ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм, енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӑм. Аптранипе пине ҫитиччен те шутласа пӑхрӑм — усси ҫук. Пурпӗрех тӗлӗрсе каяймастӑп. Куҫ умӗнче тӑтӑшах Инна тӑрать. Унӑн сӑнӗ-пичӗпе сапӑрланатӑп, ҫепӗҫ сассине илтетӗп. Атӑл хӗрринче, тен, пӑрӑнмалла марччӗ ман унран, сывлӑх — сунмаллаччӗ те калаҫса илмеллеччӗ-тӗр. Кӑшт та пулин… Тен, юнашар ларсах сӑмахламаллаччӗ? Мӗн тесен те, пӗр-пӗрне курманни ултӑ ҫул! Хам ҫара кайнӑранпах курнӑҫман вӗт эпир. Каласа памалли те, ыйтса пӗлмелли те иксӗмӗрӗн те пайтахчӗ-ҫке.

Эх, эп те ҫав! Пӑрӑнтӑм та утрӑм. Мӑнкӑмӑлланас килчӗ-ши, е чӗрене хускатас темерӗм?..

Ир-ирех прокурор сӗтелӗ ҫине заявлени пырса хутӑм, хама урӑх района куҫарма ыйтрӑм. Чи инҫетри района, чи йывӑр района.

— Паллах, хулари прокуратурӑра ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, ҫапах хӑшпӗрисем районтан кунта куҫасшӑн ӑшталанаҫҫӗ, ― терӗ хула прокурорӗ, шухӑша кайса. ― Кала-ха, мӗн кӑмӑлна хуҫрӗ? Эс тӗпченӗ ӗҫсене питӗ тимлӗн тишкертӗм, пӗр кӑлтӑк та тупмарӑм. Ӗнер те канашлура ырларӑмӑр сана. Маттур, пултарать терӗмӗр. Паян ак… Тен, хам кӗрентертӗм ӑнсӑртран?

— Ҫук, никам та кӗрентермен мана.

— Апла йывӑрлӑхран хӑрать темелле-и сана?

— Йывӑрлӑхран та хӑрамастӑп.

— Мӗншӗн каясшӑн эппин.

— Ялта ҫуралса ӗснӗ эпӗ.

— Чуна уҫса каламастӑн, Юрий Иванович. Темӗскер пытаратӑн. Чим-ха, чирлӗ мар-и эсӗ? Йӑлт шуралса кайнӑ ав. Больницӑна ӑсатмалла сана.

— Ан чӑрманӑр. Больница мар, урӑхла сиплев кирлӗ мана…

Ыйтӑва аран-аран тивӗҫтерчӗҫ. Папкӑри хутсене прокурора парса хӑвартӑм та халь акӑ ҫӗнӗ вырӑна, районти прокуратурӑна, каятӑп. Унта ман пӗр палланӑ ҫын та ҫук. Инна та, хулана килнӗ пек, экскурсие пырас ҫук. Вӑл районта пӗр завод та ҫук. Йӗркене пӑсакансен шучӗ кӑна пӗлтӗрхинчен самай ӗснӗ.

Сасартӑк машина тӑпах чарӑнчӗ. Тепле кантӑка ҫапӑнмарӑм.

— Лартса кайӑр-ха, тархасшӑн? — пирӗн паталла чупать хӗрарӑм.

— Ӑҫта ҫитмелле? — машина алӑкне уҫрӗ Ваҫук.

— Асламаса.

— Ларӑр. Асламас витӗр каятпӑр.

— Епле телейлӗ эпӗ… ― васкасах кӗрсе вырнаҫрӗ хӗрарӑм.

Машина малалла ыткӑнчӗ.

— Чим-ха, ― ман ҫине тӗсесе пӑхрӗ хӗрарӑм, ― Юрий Иванович Назаров мар-и эсир? Сирӗн сӑнӑра Инна Арцева альбомӗнче курнӑччӗ. Вӑт мӗнле, тӗрех палласа илтӗм! Уииверситетра Иннӑпа пӗрле вӗренеттӗм. Качча патӑмӑр ӑна. Ҫапла, эпӗ те пултӑм туйрӑ. Эй, тӗнче! Аса илсен…

Ҫанҫурӑм сӗлетсе кайрӗ. Каллех Инна…

— Кирлӗ мар, ― пӗлтӗм хӗрарӑма. ― Кирлӗ мар пурне те аса илме.

Ахаль те ӑш вӑркать. Ахаль те чӗре ыратать, вырӑнта мар. Вӗсем, ав, Инна та Инна…

Эх, Инна, Инна!.. Хам та манаймастӑп-ҫке сана. Ниепле те асӑмран тухмастӑн. Ҫурҫӗрте те пултӑм, Хура тинӗс хӗрринче те ҫӗрерӗм, эсӗ вара пӗр самант та манӑҫмарӑн. Манӑҫмастӑн та! Ача чух ҫуралнӑ туйӑм халӗ те вӗри. Уйрӑлнӑранпа ултӑ ҫул иртрӗ пулин те, ним чухлӗ те чакмарӗ ҫав туйӑм.